Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун. Ăна 1949 çулхи чỹк уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократилле федераци совечĕн сессийĕнче кашни çулах палăртма йышăннă. Çак куна чи малтан 1950 çулта 51 çĕршывра уявланă.
Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ федераллă налук службин уйрăмĕнче тăрăшакансем те ачасем пирки манмаççĕ. Вĕсем майăн 31-мĕшĕнче пĕчĕккисемпе хаваслă мероприяти ирттерчĕç. Çак кун кĕçĕн çулхисем районсем хушшинчи налук службин çурчĕ умĕнче асфальт çинче тĕрлĕ тĕслĕ пурăсемпе ỹкерчĕксем турĕç. Мĕн кăна ỹкермерĕç-ши пĕчĕкскерсем?! Чечексем, тискер чĕрчунсем, хĕвел, пĕлĕт, уйăх... Чăнласах та маттур çав Каçал енĕн тĕпренчĕкĕсем!
Республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă мероприяти ачасен кăмăлне кайрĕ. Налук службин ĕçченĕсем ачасене асăнмалăх пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕç.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"