Илемлентĕр тăван тавралăх

 Тавралăх вăрмансемпе, улăх-çаранпа илемлĕ. Мĕн тери аван-çке урамра йывăç, пахчара тĕрлĕ тĕм çитĕнсен. Çуллахи шăрăх çанталăкра вĕсен хỹттинче ларса канма лайăх. Çавăнпах пулĕ çынсем йывăç-тĕм лартас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем кашни çулах вун-вун тĕп йывăç лартса хăвараççĕ. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май вĕсем тата та нумайрах йывăç-тĕм лартма тĕллев тытнă.

Акă, иртнĕ канмалли кунсенче Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем А.Николаев паркĕнче тата Хирти Ĕнел ялĕнче йывăçсем лартрĕç. Пархатарлă ĕçе ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем, шкул ачисем, çемьесем хастар хутшăнчĕç.

- Малашне йывăçсен хỹттинче ларса канма та, савăнма та аван пулĕ. Лартнă хунавсем лайăх çеç çитĕнччĕр. Арçыннăн пурнăçра виçĕ ĕç пурнăçламалла теççĕ: йывăç лартмалла, ывăл çитĕнтермелле тата çурт хăпартмалла. Паян вара Хирти Сĕнтĕр ялĕн çамрăкĕсем ĕçе хастар хутшăнни уйрăмах савăнтарать, - терĕ Григорий Прокопьев фермер.

Пурте пĕрле пухăнса вун-вун тĕп хурăн, чăрăш лартрĕç. Кашниех унта килсе вĕсене пăхса тăма, шăварма сăмах пачĕ. Апла пулсассăн ырă ĕç çимĕçĕпе савăнтаратех. Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илсе ялта, унăн çывăхĕнче йывăç лартма васкар.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"