Граждансене çар службине хатĕрлекен тата çарпа патриотизм воспитанийĕн "Юнитекс" центрĕ кăçалхи апрель - май уйăхĕсенче "Моя инициатива" республикăри конкурс йĕркеленĕ. Унта ача-пăча общество центрĕсен вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлỹ пухакан Полина Оленева конкурса хутшăнса палăрнă. Вăл чи малтанах район шайĕнче çĕнтернĕ, республика шайĕнчи тура лекме пултарнă. Кунта чи лайăх 15 ĕçе суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче - Полинăн ĕçĕ те. Халĕ вара маттур хĕрачан финалистсен йышĕнче пултарулăхне кăтарса памалла, хăйĕнпе паллаштармалла, проекта хỹтĕлемелле, "С любовью к родителям" пултарулăх конкурсне хутшăнмалла.
П.РОДИОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"