Разина Бататова: "Ăнтăлу çĕнтерме пулăшать"

Урмаел вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Разина Аслă Отечест-веннăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ республикăри ăмăртура чемпион ятне тивĕçнĕ. Çак шкултах пĕлỹ пухакан Илнар Гималеев тупăшура 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Разина - алă вăйне виçессипе хĕрсенчен чи маттурри. Хĕрача алă вăйне виçсе 2015 çулта районти ăмăртура 2-мĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕр вара вăл республика шайĕнчи ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Разина сĕтелçи теннисла выляссипе те, çуран чупассипе те, тăршшĕне сикессипе те маттур. Хĕрача физкультура, ОБЖ предмечĕсемпе олимпиадăсене те хутшăнать, çĕнтерĕвĕсем те пур. Разина пĕлтернĕ тăрăх, спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăна Нежеметдин Сахров педагог хавхалантарса пырать. Вăл спортсмена ăсталăха вĕрентет, ăмăртусене хатĕрлет. Тăрăшни сая кайманнишĕн вара хĕр чунтан савăнать. Кашни кунах тар тăкни хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарни вăй-хăват парать. Разина алă вăйне виçекенсен республикăри пĕрлештернĕ команда йышне кĕме пултарнă.

- Таçти шалти туйăм малалла ăнтăлма май парать, ĕмĕтленни, кашни кун тар тăкни çĕнтерĕве çывхартать, - пĕлтерчĕ пике.

Разина чăннипех те маттур хĕр. Вăл нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăмасть. Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă пулни спортра пулăшать те. Çамрăк хĕре ăнăçу сунатпăр.

М.ИБНИАМИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"