Çĕнтерỹ кунне халалласа

Çĕнтерỹ кунне халалласа "Пилеш" ача садĕнче хаваслă мероприяти иртрĕ. Ачасем паттăрсем çинчен çырнă сăвăсемпе юрăсем, юмахсем вуларĕç, конкурссене хутшăнчĕç.

Çу уйăхĕнчи уявсене тĕпе хурса аслă ушкăнри ачасемпе тăван ялăн паллă вырăнĕсене çитсе куртăмăр. Паттăр ентешсене - Совет Союзĕн Геройĕсене асăнса лартнă палăксем патĕнче пултăмăр, вĕсен историйĕпе кăсăклантăмăр. Ачасене экскурси питĕ килĕшрĕ, вĕсем тулли кăмăлпа садике таврăнчĕç.

Ачасене тĕрĕс, çирĕп, тивĕçлĕ ăс-тăн парса çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пăхса çитĕнтересчĕ.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Каçал Ен"