Чи хакли вăл - тăван чĕлхе

Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе "Пилеш" ача са-дĕнче эрнелĕх йĕркелерĕмĕр. Çак вăхăтра ачасем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç, тăван чĕлхене пĕлнине кăтартса пачĕç. Кăçал уявра ачасем пурте чăваш кĕпи тăхăннă, саппун çакнă, тутăр, масмак çыхнă. Пĕчĕкскерсем ытарма çук илемлĕ. Акă вĕсем - çитĕнекен чăваш пикисемпе каччисем.

Вĕсем тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç, ваттисен сăмахĕсене ăша хыврĕç, юрларĕç, ташларĕç. Пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕн Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, юрри-ташши, тумтирĕ те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. Юмахсене чăвашла вулани те кăмăла çĕклерĕ.

Ача ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхипе çуралать. Тăван чĕлхене сума суса уявсем, калаçусем йĕркеленипе ачасем халăх йăли-йĕркипе паллашаççĕ, ăна ĕмĕрлĕхех упрамаллине ăша хываççĕ.

Т.ШЕВЕРОВА,

воспитатель.

Источник: "Каçал Ен"