Шкул хаçачĕ. Мĕн вăл? Вăл - шкулăн визит карточки. Ун пирки калас пулсан, шкул вăл - хăйтытăмлă уйрăм патшалăх. Пĕлỹ, вĕренỹ патшалăхĕ вара хаçатсăр епле пурăнĕ?
Вĕренỹ çуртĕнче кăларакан хаçат урлă ачасем шкул хыпар-хăнарĕпе тата тус-тантăшĕн пултарулăхĕпе паллашма пултараççĕ. Çакăн евĕр киленỹ вĕренекенсене грамматикăпа чĕлхене аталантарма пулăшать, çырас ăсталăха та туптать. Унсăр пуçне çĕнĕ самана çыннисем интернет-компьютерпа усă курса хаçат макетне тума, калăплама, йăнăшсене тỹрлетме те вĕренсех пыраççĕ.
Республикăри районсем хушшинче кăçал пуçласа шкул изданийĕсен фестивалĕ иртрĕ. Ăна журналистикăра çамрăк талантсене тупса палăртас, вĕсене пур енлĕн аталанма пулăшас тесе йĕркеленĕ. Фестиваль учредителĕ - Комсомольски район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ, пуçараканĕ - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ. Асăннă фестивале Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 16 шкул тата шкулчченхи ача-пăча 1 учрежденийĕ хутшăнчĕç.
Конкурс пурĕ 5 номинаципе иртрĕ. Акă, Нĕркеç вăтам шкулĕнче тухса тăракан "Шкул пурнăçĕ" хаçат "ЧР Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа" номинацире çĕнтерỹçĕ ятне тивĕç пулчĕ. Палăртнă номинацирех Комсомольскинчи "Радуга" ача садĕнчи "Пĕчĕкçĕ тĕнче" хаçат призерсен шутне кĕчĕ. Ытти призерсен ятне Елчĕк районĕнчи шкулсем çĕнсе илнĕ.
"Актуаллă ыйту" номинацире те пирĕн район вĕренекенĕсем палăрма пултарнă. Çĕнтерỹçĕ - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи "Пысăк тăхтав" хаçат. Призерсем - Елчĕк, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи шкулсем. "Вырăнти репортаж" номинацире Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи "Самана таппи" мала тухрĕ, Асанкасси вăтам шкулĕн "Шкул тĕнчи" хаçатне кăларакансем те - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Елчĕк тата Патăрьел районĕсен вĕренекенĕсем те ăсталăхĕпе палăрма пултарчĕç. Епле-ха тата сывлăх пирки манмалла? Ара, вăл пурнăçра чи кирли-çке. Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе конкурсра "Сывă ỹтре - сывă хевте" номинаци те пулчĕ. Кунта Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче тухса тăракан "Шкул шăнкăравĕ" тата Хырхĕрри тĕп шкулĕнчи "Шкул хыпарĕсем" хаçатсем - призерсем.
"Ырă ту!" номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăларакан "Шкул хыпарĕсем" хаçата çĕнтерỹçĕ тесе палăртрĕç. Елчĕк районĕнчи Курнавăш вăтам шкулĕнчи "Парус" хаçат призерсен ретне лекрĕ. Шăмăршăсен ĕçĕ те - лайăххисен шутĕнче.
Асăннă фестиваль - тин çуралнă пепке. Вăл аталанса пырĕ тесе шансах тăратпăр, унта хутшăнаканен йышĕ те çулсерен ỹссе пымалла пултăр.
П.РОДИОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"