Çĕнтерỹ нумай кĕттермерĕ

Кăçал республикăра - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Унпа килĕшỹллĕн, регионта çемье пахалăхне палăртас, воспитани ĕçĕнче аслисен рольне палăртас тата ачасенче хамăрăн историпе, йăла-йĕркесемпе кăсăкланас туйăма вăратас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри - республикăра иртекен "Традиции моей семьи" творчество конкурсĕ. Çак конкурсăн районти тапхăрне ачасене хушма пĕлỹ паракан центр ирттерчĕ. Унта 4 ỹсĕмри ачасем хутшăнчĕç: шкулчченхи, 1-4-мĕш, 5-8-мĕш, 9-11-мĕш классен вĕренекенĕсем. Пурĕ 3 номинаци - "Семейное древо традиций", "Традиции в жизни моей семьи: прошлое и настоящее", "Д.О.М. Дети. Отец. Мать".

Палăртам, конкурсăн районти тапхăрне 255 ача хутшăнчĕ. Шкул çулне çитменнисем - 75-ĕн. Чи йышли вара - 1-4-мĕш классен вĕренекенĕсем - 134-ăн тупăшрĕç. Кашниех центрăн Хисеп грамотипе дипломне тивĕçрĕ.

Районта мала тухнă 30 çĕнтерỹçĕн тата призерсен ĕçĕсене республика шайĕнче иртекен конкурса ярса патăмăр. Ырă хыпар вара нумай кĕттермерĕ: Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕпе Язиле Ямальтдиновăпа "Колосок" ача садне çỹрекен Илья Габрахманов 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Адель Зарипова 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр!

Н.МАКСИМОВ,

центр директорĕ.

Источник: "Каçал Ен