Пушă вăхăтра

"Капитошка" ушкăнри ачасем питĕ туслă пурăнаççĕ. Вĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.

Занятисенчен пушансан тĕрлĕ ĕçпе тăрмашаççĕ: чустаран, тăмран кĕлеткесем ăсталаççĕ, вĕсене сăрласа илемлетеççĕ. Çавăн пекех кĕрпесенчен те тĕлĕнмелле алă ĕçĕсем тăваççĕ.

Акă, нумаях пулмасть тăмран илемлĕ кăкшăм, тăварлă чустаран килти апат-çимĕç тата ытти кĕлеткесем ăсталарĕç. Манна кĕрпинчен "хĕвел", вир кĕрпинчен туса хатĕрленĕ "груша" та çав тери илемлĕ пулчĕç.

Килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлеме те ачасем питĕ хавас. Воспитатель киле ĕç парса ярсан шăпăрлансем çав тери хĕпĕртеççĕ. Салфеткăсенчен, хĕвел çаврăнăшĕнчен, йĕкел хуппинчен "чĕрĕпе" тĕрлĕ майпа илемлетсе килни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Çакăн пек тĕрлĕ меслетпе ĕçлени ачасен хавхаланăвне ỹстерет, алăсене çемçетет, вĕсен ĕçлес туйăмĕ аталанать. Кунсăр пуçне, вăл е ку ĕçе тума хăнăхни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулать. Çавăнпа ачасене алĕçне хăнăхтармаллах.

В.НИКИФОРОВА,

"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Каçал Ен"