Çывхарса килекен пушарниксен кунне халалланă ачасемпе çамрăксен "Неопалимая Купина" Пĕтĕм Раççейри творчество конкурсĕн республика шайĕнчи çĕнтерỹçисене палăртрĕç.
Унта Чăваш Енри çамрăк ỹнерçĕсем - пĕтĕмĕшле вăтам тата шкул-интернат, художество студийĕсемпе ача сачĕсен вĕренекенĕсем - тупăшрĕç. Жюри членĕсен пурĕ 200 ĕç пăхса тухма тиврĕ.
Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: илемлĕ ỹнер, ĕçлевлĕхĕн илемлĕ пултарулăхĕ тата техника пултарулăхĕн тĕсĕсем. Юлашки номинацире Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Никита Алексееев çĕнтерỹçĕсен йышне лекме пултарчĕ.
- Унăн ĕçĕ - "Пожарная безопасность" кроссворд - 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпир авторпа çамрăк талантăн вĕрентекенне, пулăшуçине Сергей Витальевич Антонова та ăшшăн саламлатпăр, - терĕç жюри членĕсем.
Никита Луцки ялĕнче пурăнать, асăннă шкулти 6-мĕш класра ăс пухать. Арçын ача ытларах çутçанталăк ăслăлăхĕсене кăмăллать.
- Шутлама юрататăп, çавăнпа та математика предметне питĕ кăмăллатăп. Асаттепе иксĕмĕр пушă вăхăтра кроссвордсем шĕкĕлчетпĕр, асаннепе вара - сăвăсем, - чунне уçрĕ Никита.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"