Аллине чĕри патне тытса урок ăнлантарни асрах

Ашшĕ-амăшĕ ырă вăхăтра çуратнă ăна: ача хăй çут тĕнчене килни çинчен пĕлтерсе уçă сассипе хыттăн кăшкăрса пĕлтернĕ чухне урамра шыв шăнкăртатса юхнă, шалча тăррине çакнă хăтлă вĕлле çинче шăнкăрч çепĕç юрă шăрантарнă. Çурхи тĕнче, пĕтĕм тавралăх Каçал тăрăхĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнчи Акчуринсен çемйинче çĕнĕ "кайăк" хушăннă ятпа серенада юрланăнах туйăннă. Çын пурнăçра мĕнлерех çул-йĕр суйласа илесси хăçан çуралнипе тачă çыхăннă тесе ĕнентерме пăхаççĕ астрологсем. Çакăнпа манăн та килĕшессĕм килет, мĕншĕн тесен çав сăмахсенче чăнлăх сĕмĕ пур. Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, директор ĕçĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен тимленĕ çыннăмăр çинчен сăмах пуçлас килет.

Клавдия Владимировна Жестянкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Акчурина) утса иртнĕ çул-йĕрпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хам та çав шухăш патне килсе тухрăм. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче утмăл пилĕк çул тултаракан ветеранăн, вĕрентекенĕн, ялти хисеплĕ хĕрарăмăн вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавракурăмĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Ара, çуркунне çуралнăскерĕн чун-чĕринче паян та çурхи талпăнуллă вăй çăлкуç пек тапса тăрать мар-и!

Шăпа ăна 17 çултах район центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă Çĕнĕ Мăрат шкулне илсе çитернĕ. Пĕртте çăмăл пулман ĕнер çеç шкул саккинчен уйрăлса ачасем умĕнче хăйне вĕрентекен вырăнĕнче туйма. Ара, вăхăчĕ çапларах пулнă, шкулсенче ача йышĕ нумай, вĕрентекенсем çителĕксĕр. Ирĕксĕрех вĕренỹ ĕçĕн пуçлăхĕсем чи лайăх паллăсемпе шкул пĕтерекенсене учителе вырнаçтарса куçăмсăр майпа пĕлỹ илме май туса панă. Вĕсен шутне пирĕн Клавдия Владимировна та лекнĕ.

Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне "Çак çынра Турă пани пур", - теççĕ халăхра. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Клавдия Жестянкина çинчен те "Чăн-чăн вĕрентекен пулма çуралнă вăл", - тесе калас килет.

Клавдия Владимировна мана чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ панă. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе мĕнле кăна тăрăшмастчĕ-ши вăл? Тепĕр чухне вĕренекенсем лайăхрах ăнланччăр тесе аллине чĕри патне тытса ăнлантарни, шухăрах ачасене куçпа пăхсах лăплантарни паян та куç умĕнчех.

Ялти культура вучахĕ çумĕнчи драма кружокне тата еплерех ăнăçлă ертсе пыратчĕ! Вăл калăпласа халăх умне кăларнă спектакльсенчи вылякансем Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая марччĕ. Хăй те çав тери ăста вылятчĕ. Уяв ячĕпе ха-тĕрленĕ концертсем те Клавдия Владимировна хутшăнмасăр иртместчĕç. Вăл каланă сăвăсем кашни кураканăн чунне хумхантаратчĕç: е ахăлтатса култаратчĕ, е куççуль тухмаллах пăлхантаратчĕ. Çапла, пур енлĕ пултаруллă пирĕн вĕрентекен.

Эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, Тамара Макарова, шкулта 30-мĕш çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Аслă категориллĕ учитель ятне илме тивĕçлĕ пулнинче те хамăн вĕрентекенĕмĕн, Клавдия Владимировнăн, тỹпи пысăк тесе шутлатăп. Унăн тĕслĕхĕ çинче ачасене пĕлỹ паратăп, хам та ун пекех пулма тăрăшатăп.

Халĕ тин эпĕ тепĕр япалана ăнланса илтĕм: хăй пепкине кашни амăшех юратать, анчах пур ачана та кашниех юратаймасть. Клавдия Владимировна вара пурне те хăй ачине ăс панă пек вĕрентетчĕ, юрататчĕ, хисеплетчĕ. Кашнинех çын тума тăрăшатчĕ.

"Чунра хавхалану пулмасан педагог профессийĕ савăнăçпа киленỹ параймĕ", - тетчĕ вăл. Клавдия Владимировна вĕренекенсене "лайăххисемпе" "начаррисене" пайламастчĕ. Çавăнпа ун куçĕнче ялкăшакан ырă çутă вĕренекенĕсене юратупа ачашлăх парнелетчĕ. (Иртнĕ вăхăтра калатăп, мĕншĕн тесен халĕ вăл тивĕçлĕ канура).

Çак йĕркесене вуласан, Клавдия Владимировнăн пурнăçĕ хĕвел çути пек йăлтăртатса иртнĕн туйăнать. Çук çав, ытларах директор ĕçĕсене пурнăçласа пынă чух, шартлама сивĕре, шкул котельнăйĕ çителĕксĕр ăшăтнипе пăрăхсем çурăла-çурăла кайни те, ачасем урокра алсишпе çырса ларни те, вĕренекенсем уроксене сăлтавсăр сиктерни те пайтах кулянтарнă, ертỹçĕн сывлăхне хавшатнă.

Пирĕн вĕрентекен ниме те çиелтен, ячĕшĕн пурнăçламан. Пур ĕçе те тĕплĕн, пĕлсе, шухăшласа, "çиччĕ виçсе пĕрре касакан" хĕрарăм-директорччĕ. Çавăнпа вăл пуçланă ĕç яланах ăнăçлă пулса тухатчĕ, ытти ĕçтешĕсенчен те çирĕп ыйтатчĕ.

- Вĕрентỹ ĕçĕнче чунтан парăннă çын пулмалла, унсăрăн пысăк çитĕнỹсем тума çук. Пĕр шухăшлă, туслă коллективра çеç кирек мĕнле ĕç те ăнса пырать, - тесе вĕрентет педагогика ĕçĕн ветеранĕ хăйĕн ĕçтешĕсене.

Хăйĕн тивĕçне яваплăха туйса пурнăçланăшăн тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Клавдия Владимировнăна Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ, шкул дирекцийĕ Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ятпа чысланă. "Маншăн чи хаклă та чи кĕтнĕ награда вăл - ачасен ашшĕ-амăшĕнчен, ял-йышран илтекен тав сăмахĕ", - уççăн пĕлтерет вăл.

Шкул тата çемье - Жестянкинсемшĕн çак икĕ сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ пулнă. Клавдия Владимировнăн педагогикăри утăмĕсем ăнăçлă, кал-кал пулса пынин вăрттăнлăхĕсене çемьере шырамалла. Пурнăç çулĕпе юнашар утакан мăшăрĕ, Владимир Николаевич, кирек хăçан та пулăшу алли тăсса парать. Жестянкинсем пĕр хĕрĕпе икĕ ывăлне ĕçе юратма хăнăхтарнă, аслă пĕлỹ панă. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене, чун юратнă профессисене тупнă. Ывăлĕсем, Сергейпе Станислав, шалти ĕçсен органĕнче, хĕрĕ, Светлана, тĕп хулари сыватмăшри терапевт врач, пай пуçлăхĕ.

Паянхи кун та К.В.Жестянкина ветерансен канашне ертсе пырать. Клавдия Владимировна пуçарнипех ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем ăнăçлă иртеççĕ, халăха хумхантаракан ыйтусене татса панă çĕрте тĕрĕс те усăллă сĕнỹ-канаш парса пулăшать, çамрăксене ĕçлеме хавхалантарса пырать.

Вăл ăс панă ачасенчен вĕрентекен ĕçне суйласа илнисене шутлас пулсан алăри пỹрне те çитес çук. Вĕсем пурте Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăван чĕлхене аталантарассишĕн тимлеççĕ. Çакă Клавдия Владимировнăн ĕçĕн пархатарĕ мар-и вара?

Клавдия Владимировна, Эсир ăс парса ỹстернĕ çамрăк хунав çỹлтен çỹлелле туртăнса пырса, Тăван çĕршывшăн юрăхлă пулса малашне те хăйсен чаплă çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăтăр.

"Ачасене шкул валли мар, пурнăç валли ăс парса çитĕнтермелле", - тесе калаттăр эсир. Юратнă вĕрентекенĕмĕр, сирĕнпе мăнаçланатпăр. Сирĕн вĕренекенĕр пулнишĕн савăнатпăр. Кăçалхи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕпе саламлатпăр. Эсир, ачăрсене пурнăç çулĕ çине кăларнă анне, ырă кăмăллă та тараватлă хуняма, мăнукĕсене кирек хăçан та ăшпиллĕн кĕтсе илекен асанне те, ылтăн сас паллисемпе çырма тивĕçлĕ вĕрентекенĕмĕр те.

Тамара ПРОТАСОВА (МАКАРОВА).

Çĕнĕ Мăрат - Йĕпреç.

Источник: "Каçал Ен"