Пуян чунлисен ĕçĕ вăл - воспитатель

Ача-пăча пахчинче ĕçлекенсемшĕн иртнĕ эрне тухăçлă та кăсăк пулчĕ: районта пушăн 16-24-мĕшĕсенче "Çулталăк воспитателĕ - 2017" республикăри конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Ăна шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсенче тăрăшакан чи лайăх воспитательсене тупса палăртма, çак ĕçĕн сумне ỹстерме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарса ĕçченсене хавхалантарма çулсеренех йĕркелеççĕ.

Конкурс икĕ турпа иртрĕ: куçăмсăр тата куçăмлă. Малтанхи, куçăмсăр турĕнче, жюри членĕсем 4 ĕç пăхса тухрĕç: "Интернет-ресурс педагога", "Педагогическая находка", "Эссе "Я - педагог", "Визитная карточка". Иккĕмĕш тура вара 10 конкурсантран 5-шĕ çеç тухма пултарчĕ - А.П.Чаркина ("Радуга" ача сачĕн воспитателĕ), З.С.Низамова ("Колосок" ача сачĕн физкультура учителĕ), А.А.Никифорова ("Рябинушка" ача сачĕн воспитателĕ), Р.Р.Садыкова ("Лейсан" ача сачĕн воспитателĕ) тата Э.М.Николаева (Хирти Явăш вăтам шкулĕ çумĕнчи ушкăнăн воспитателĕ).

Комсомольскинчи "Радуга" ача садĕнче пуш уйăхĕн 23 тата 24-мĕшĕсенче конкурсăн юлашки икĕ турĕ пулчĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшỹллĕн, унта хутшăнакансен мĕн кăна туса кăтартма тивмерĕ-ши? Ку вĕсемшĕн, чăннипех те чи хĕрỹ тапхăр пулчĕ. Малтанах педагогсем пĕчĕккисемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç. Хаклакансен куçĕсем конкурсантсен кашни хусканăвне сăнарĕç тесен те юрать. Каярах мастер-класс йĕркелерĕç. Урок вăхăтĕнче педагогсен вĕрентỹпе воспитани технологине тĕплĕн уçса памаллаччĕ. Каламалла, вĕрентекенсем ăна çăмăллăнах парăнтарчĕç. Тата çак мастер-класс хăйне майлă методика спектакльне çаврăнчĕ тесен те юрать.

Конкурсăн 3-мĕш турĕ чи йывăрри пулчĕ. Кунти икĕ ток-шоура - уçă лекцире тата "Профессиональный разговор" калаçура - жюри членĕсем залпа калаçма, шухăшсене професси чĕлхипе аргументлама, калаçăва ертсе пыма пĕлнине тĕрĕслерĕç.

- Паллах, педагогсем пурте маттур, вĕсен кашнийĕн хăйĕн вĕрентỹ стилĕ, ĕçе тĕплĕ пĕлни курăнсах тăрать. Апла пулсан та çакă çеç çителĕксĕр, кунта вĕрентекенĕн чун пуянлăхĕпе шăпăрлансене юратни те питĕ кирлĕ, - палăртрĕç пĕр саслăн жюри членĕсем.

Сăнакансем пĕрех чи-чи аваннисене тупрĕçех. Эксперт комиссийĕ Зиля Низамовăна çĕнтерỹçĕ тесе палăртрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Анастасия Чаркинапа Резиля Садыкова çĕнсе илчĕç.

А.АЛБУТОВА.

Источник: "Каçал Ен"