Право йĕркине пăсакан çул çитмен ачасемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерессине лайăхлатас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕпе профилактика органĕсем февралĕн 27-мĕшĕпе мартăн 27-мĕшĕччен "Полици тата ачасем" акцин пĕрремĕш тапхăрне йĕркелерĕç.
Çавна май иртнĕ кунсенче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси опекăпа попечительство органĕн представителĕсемпе, районти тĕп больницăн врач-наркологĕпе Л.Ярышевăпа пĕрле Урмаел ял поселенийĕнче пулнă. Унта пурăнакан, учетра тăракан çул çитмен ачакан, учетра тăракан çул çитмен ачасене тата ăнăçсăр çемьесене тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттернĕ. Вырăна çитсе ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Районти вĕренỹ учрежденийĕсене çитсе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Р.ЖУКОВА.
Источник: "Каçал Ен"