Хореографи канашлăвĕнче

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче хореографи преподавателĕсен регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта уйрăм авторсемпе коллективсем хăйсен доклачĕсемпе проекчĕсене хỹтĕленĕ, уçă уроксемпе мастер-классем йĕркеленĕ, методика литературине презентациленĕ.

Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсемпе Татьяна Иванова преподаватель те çак конференцие çитсе килнĕ. Вĕсен ĕçне республикăри хореографи секцийĕн ертỹçи Альбина Юлмасова чи аванни тата чи кăсăккисенчен пĕри тесе хакланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Евтихиевна "Кĕçĕн çулхи шкул ачисен артист пултарулăхне аталантарасси" урок темине тĕплĕн уçса ăнлантарса пама пултарнă.

Урок вĕçĕнче Альбина Леонидовна конференцие хутшăннисене кашнинех педагогикăри ăсталăхшăн, пысăк профессионаллăхшăн, инноваципе уйрăм стильсемшĕн тата талантлă ачасене малалла та аталантарма вĕренỹ тытăмне кирлĕ пек йĕркелеме пултарнишĕн ăшшăн тав тунă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"