Л.Кузнецова.
Хальхи вăхăтра кашни ачана хăй тĕллĕн пĕлÿ шырама вĕрентесси малти вырăнта тăрать. Ку тĕрĕс те ĕнтĕ. Хăй илнĕ пĕлÿ пуçа çирĕпрех те тарăнрах кĕрсе вырнаçать. Çавна шута илсе эпĕ ачасене проект тума вĕрентетĕп. Урокра çеç мар, класс сехечĕсенче те тĕрлĕ интереслĕ проектсем хатĕрлетпĕр: пĕчченшерĕн, ушкăнпа тата класпа. Актуаллă темăсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр.
Акă, кĕркуннехи каникул умĕн «Ыр кăмăллăх» проектпа ĕçлеме пуçларăмăр.
Тĕнчере ырă кăмăллă çынсем çеç пурăнсан епле аван пулĕччĕ пурăнма. Çакăн çинчен манса каяр марччĕ тесе ноябрĕн 16-мĕшĕнче ыр кăмăллăх кунне (день Толерантности) паллă тăваççĕ.
Эпĕ хамăн пепкемсене ырă кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, хĕрхенÿ туйăмне вăйлатма вĕрентетĕп. «Лаша пуласси тихаран паллă»,— теççĕ ваттисем. Ачаран çынна хисеплеме, йывăр вăхăтра юлташна пулăшма, ырă кăмăллă пулма вĕренсен çакă çирĕп йăлана кĕрсе юласса шанатăп эпĕ. Ĕçре ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк. Кÿршĕре пурăнакан кинемее пулăшма вĕрентмелле. Туяпа пыракан ватă çынна пулăшнине курсан уншăн мухтанмалла, хĕпĕртенине пĕлтермелле.
Проекта малалла тăсса ноябрĕн 14-мĕшĕнче «Эпир пурте тĕрлĕрен, анчах — пĕрле» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Ачасемпе «поезд çине ларса» тĕрлĕ станци тăрăх çул çÿреве тухрăмăр. Кашни станцирех ачасене кăсăклантаракан ыйтусемпе ĕçсем чылай пулчĕç. Вăхăтра тĕп хулана — «Ыр кăмăллăх» хулине — çитме аванах тăрăшма тиврĕ. Уйрăмах «Ваттисен сăмахĕсем», «Асамлă сăмахсем», «Кулă кÿлĕре», «Юмахри сăнарсем» станцисенчен ачасем чăрмавсăрах иртсе кайма пултарчĕç.
Вĕренекенсем хăйсем тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ турĕç. Малашне те ваттисене пулăшма, сисĕмлĕ, ырă кăмăллă пулма шантарчĕç.
Çакăн пек проектсем, меро-приятисем ачасенче ырă туйăм çуратасса шанатăп эпĕ.