Пухура – ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем

Н.Салмина.

Кашнин пурнăçĕнче çемьерен хакли çук. Çемье вăл — чи çывăх çынсем. Вĕсем çирĕп те чи таса юратупа çыхăннă, пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе пурнăç çулĕпе пĕр такăнмасăр утаççĕ, пĕр-пĕриншĕн тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ. Çемье яваплăх туртăмне çирĕплетет.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухăва яланхилле мар, хăйне евĕрлĕ ирттертĕмĕр. Вăл «Хаваслă уроксем» конкурс пулса тăчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен командисем математика, литература урокĕсенче, юмах тĕнчинче пулса курчĕç. Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравламалла пулчĕ вĕсен, тупмалли юмахсен тупсăмне те шырарĕç. Астрономи урокне вара пĕтĕмпех 2011 çул Космонавтика çулталăкĕ пулнипе çыхăнтартăмăр, ятарлă викторина та ирттертĕмĕр.

Кашни урок хыççăн хаваслă тăхтав вăхăчĕ те йĕркелерĕмĕр. Акă, пĕр тăхтавĕнче Давыдовсен çемйи куçа хупса ÿкерчĕксем тăвассипе тупăшрĕ. Тепĕр тăхтавĕнче Галкинсемпе Мамуткинсен çемйисем мумисем пулма тăрăшрĕç. Тата тепринче вара лартса панă апата хăвăртрах çисе яма пултарнине Галимзяновсен çемйи кăтартса пачĕ. Пурте тăрăшрĕç, кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне, тавра курăмне çак «пухура» анлăрах уçса пама тăрăшрĕ. Тулли пурнăçпа пурăнакан, хаваслă та телейлĕ çемьесем ытларах та ытларах пулни мĕнле пысăк савăнăç вăл.