Фестиваль çĕнтерÿçисем

С.Индюкова.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви кашни çулах «Туслăх хĕлхемĕ» ятпа наци культурин фестивальне ирттерет. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕренес туртăма анлăлатас, тăван ен культурине тарăннăн тишкерес туйăма вăйлатас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Кăçал ку фестивале Раççей Космонавтикин çулталăкне, чăваш халăхĕн паллă çыравçисене Ухсай Яккăвне тата Юхма Мишшине халалланă.

Фестивальте конкурссем тĕрлĕ номинаципе иртрĕç: «Чăвашлăх тĕнчи», «Çăлтăрчăк» тата «Шевле».

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне районти пур шкултан та чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине чунтан парăннă вĕрентекенсемпе чăваш тумĕ тăхăннă хастар хĕрсемпе каччăсем пуçтарăнчĕç. Уява пухăннисене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Г.Петрова саламларĕ. Ун хыççăн вара ачасем тĕрлĕ ушкăнсене пайланса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç.

«Чăвашлăх тĕнчи» мультимедийлă презентацисен конкурсĕнче ачасем «Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем», «Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем», «Юхма Мишши — ача-пăча çыравçи» темăсемпе проектпа тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ.

Жюри членĕсен чи лайăххисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Вĕренекенсен пултарулăхĕ кашни çулах ÿссе пырать. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене çĕнĕ технологипе усă курса йĕркелеççĕ, пурнăçпа тан утса çĕннине шыраççĕ, малалла ăнтăлаççĕ.

Çак номинацире малти вырăна Хирти Мăнтăр вăтам шку-лĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Людмила Миронова тивĕçрĕ. Карина Петрова (Нĕркеç), Диана Кондратьева (Шурут), Кристина Никифорова (Хирти Явăш), Алена Полякова (Тăманлă Выçли), Димитрий Катмаков (Асанкасси), Алена Курицына (Çĕнĕ Мăрат), Наталия Мукшина (Хырай Ĕнел), Анастасия Морозова (Анат Тимĕрчкасси), Ирина Александрова (Аслă Чурачăк), Екатерина Ятманова (Хырхĕрри) ĕçĕсене палăртса хăвармалла.

«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра чăваш, тутар ачисем «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи», «Илемлĕх тĕнчи», «Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем», «Шахвăрту сăмах пуххи», «Пирĕн пултарулăх» станцисенче вăй виçрĕç. Çак тупăшура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш «б» класра вĕренекен Анастасия Шингалова малти вырăна çĕнсе илчĕ. Карина Долгова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — иккĕмĕш, Лилия Алимова (Шурут) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Евгения Лукина (Александровка), Диана Гибатдинова (Хирти Мăнтăр), Зухра Гибатдинова (Тукай Мишер), Айгуль Муллина (Чĕчкен), Алмазия Тазетдинова (Хирти Явăш), Диана Ахметсафина пултарулăхпа палăрчĕç.

«Шевле—2011» ÿкерчĕксен конкурсĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Кристина Муравьева чи пултарулли пулчĕ. Леонид Мальчиков (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Алла Зайцева (Хырай Ĕнел), Андрей Емельянов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Наталия Афанасьева (Хирти Мăнтăр), Евдоким Антонов (Нĕркеç), Динара Борисова (Çĕнĕ Мăрат) ĕçĕсем те курăмлă.

Районта малти вырăнсене йышăннă Людмила Миронова, Анастасия Шингалова тата Кристина Муравьева ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăри фестивале хутшăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕп хуламăрти тупăшура хастарлăхпа ăнăçу сунатпăр.