Фестивале хутшăнса малти вырăнсене тухрĕç | "Каçал Ен" 27.11.2010

Фестивале хутшăнса малти вырăнсене тухрĕç 

Л. Н. Яковлева, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ

 

Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Патреккел пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ «Хавхалану çăл куçĕсем» ÿнерпе литература фестивалĕн финалне йыхравларĕ. Вĕрентекен çулталăкне халалланă конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: «Ентеш сăввисене пăхмасăр калани», «Хăй çырнă сăвăсене, эссесене пăхмасăр калани». Йĕркелÿçĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Патреккел пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Л. Енейкина пулчĕç. Фестивале хутшăнакан ачасен пултарулăхне хаклама республикăран жюри членĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтсемпе писательсем те пур. Жюри председателĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов.

Пирĕн район чысне Кристина Никифорова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Наталья Платонова, Александр Данилов (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Марина Сидорова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Лидия Николаевна Владимирова (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен) хÿтĕлерĕç. Конкурсантсене тупăшма питĕ йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен çак фестивале чăваш чĕлхине юратакансем республикипех пуçтарăнчĕç.

«Ентеш поэтсен сăввисене пăхмасăр калатпăр» номинацире учительсем хушшинче Л.Н.Владимирова 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çак номинацирех кĕçĕн çулхи ачасем хушшинче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Александр Данилов 2-мĕш вырăна тухрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Марина Сидорова та 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Ытти конкурсантсем те Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулчĕç.